Чӑваш Ен ытти регион хушшинче ӗҫ укҫи енӗпе миҫемӗш вырӑн йышӑнать? Пӗлес килсен танлаштарӑма тишкермелле. Ӑна нумаях пулмасть хатӗрленӗ.
Шел те, Чӑваш Ен унта малтисен йышӗнче ҫук. Тӗпчев кӑтартнӑ тӑрӑх, Ямал-Ненецк автономи округӗнче пурӑнакансем пуринчен те ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ. Унта вӑй хуракан ҫынсен 24 проценчӗ уйӑхне 100 пин тенкӗ ытла илет. Иккӗмӗш вырӑнта – Чукотка. Виҫҫӗмӗш йӗркене Мускав йышӑннӑ.
Чӑваш Ен 69-мӗш вырӑнта ҫеҫ. Пирӗн республикӑра пурӑнакансен 0,78 проценчӗ ҫеҫ уйӑхне 100 пин тенкӗ ытларах шалу илет. 10 пин тенкӗрен сахалрах ӗҫлесе илекенсен йышӗ – 19,8 процент.
Ҫурҫӗр Кавказри республикӑсенче пурӑнакан ҫынсем чи сахал шалу илеҫҫӗ. Вӗсем танлаштарӑмра юлашки йӗркесене йышӑннӑ.
Шупашкарти тухтӑрсем чи нумай шалу илеҫҫӗ. Ӗненместӗр-и? «Avito Работа» пӗтӗмлетӗвне тишкерӗр.
Чӑваш Енри тухтӑрсен ӗҫ укҫи 70 процент ӳснӗ-мӗн, Питӗрти, Екатеринбургри, Пермьри специалистсен шайне ҫитнӗ.
Экспертсем «Медицина, фармацевтика» категорири ӗҫ укҫине тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейри тухтӑрсем вӑтамран 35,5 пин тенкӗ шалу илеҫҫӗ. Шупашкарта вара вӑтам кӑтарту унран та пысӑкрах пулнӑ: 39,6 пин тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр вара ку кӑтарту 23,2 пин тенкӗ пулнӑ.
Омскари Брянскри медиксем вара сахал укҫа илеҫҫӗ: 17,8 пин тата 18 пин тенкӗ. ЧР Сывлӑх сылавӗн порталне тишкермесӗр хӑварар мар. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче Чӑваш Енри тухтӑрсен вӑтам ӗҫ укҫи 35,1 пин тенкӗпе танлашнӑ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин сайтӗнче лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи ӳснӗ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вӑтам шалу 6,9 процент хӑпарнӑ. Ҫапла майпа республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи халӗ 23747 тенкӗпе танлашнӑ.
Производствӑра тӑрӑшакансем вӑтамран 26,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем вара уйӑхсерен 16,8 пин тенкӗ кӗсьене чикеҫҫӗ. Строительствӑпа ҫыхӑннӑ организацисенче вӑй хуракансем вӑтамран 23,4 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Курттӑмӑн тата ваккӑн сутакансене вӑтамран 20,5 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ӑслӑхӑх тӗпчевӗсемпе, компьютерпа, электричество хатӗр-хӗтӗрӗ производствипе тата ытти ӗҫпе ҫыхӑннӑ организацисенче пысӑк шалу сӗнеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн ӗҫ укҫине 10 процент чакарни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне ытти тӳре-шарана та шалӑвне пӗчӗклетме сӗннӗччӗ.
Депутатсем Элтепер сӗннине ырласа йышӑннӑ. Кун пирки парламент спикерӗ Валерий Филимонов Патшалӑх Канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ку улшӑну парламентра ӗҫлесе шалу илекенсене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсен ӗҫ укҫи хӑҫан тата мӗн чухлӗ пӗчӗкленесси пирки сӑмах пулман.
Аса илтерер: 2018 ҫултанпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ЧР Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем ӗҫ укҫине 10 процент сахалрах илӗҫ. Хушӑва кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тата хӑйне пӑхӑнакан тӳре-шаран ӗҫ укҫине пӗчӗклетнӗ. Михаил Васильев ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Документа шӑпах паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Элтеперӗн шалӑвӗ 10 процент чакать. Кунсӑр пуҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ, правительство пайташӗсем пӗчӗкрех ӗҫ укҫи илме пуҫлӗҫ.
Ку улшӑнусем ытти пысӑк тӳре-шарана та пырса тивме пултараҫҫӗ. Документра Чӑваш Енри ытти патшалӑх органӗнче тӑрӑшакансене те шалӑва 10 процент сахалрах тӳлеме сӗннӗ.
Сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин патшалӑх ертӳҫин ӗҫ укҫине 10 процент чакарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Михаил Игнатьев та шалӑва пӗчӗклетес тӗлӗшпе хушу кӑларнӑ.
Чӑвашавтотранс пирки халӗ те калаҫма чарӑнман-ха. ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи парас ӗҫ малалла пырать.
Хальлӗхе Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсене парӑма парса татман-ха. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне ку кӑтарту 7 миллион тенкӗпе яхӑн танлашнӑ. Хальлӗхе ҫынсене авӑн уйӑхӗнчи шалӑва параҫҫӗ.
Предприяти пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм уйӑхсерен 3–4 миллион тенкӗ чакса пырать. Сӑмах май, Чӑвашавтотранс республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсемпе ҫӳрет.
Чӑвашстат вӑтам ӗҫ укҫи мӗн чухлӗпе танлашнине шутланӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче ку кӑтарту 23749,3 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 7,9 процент ӳснӗ.
Камсем ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ-ха? Пӗчӗк услама кӗмен организацисен ӗҫченӗсем ытларах шалу илеҫҫӗ. Ку 29441,6 тенкӗпе танлашать. Республикӑри хӑш районта чи пӗчӗк шалу пулни те паллӑ: Канаш районӗнче. Кӑтарту 17907,4 тенкӗпе танлашать. Шупашкар районӗнче вӑтам ӗҫ укҫи 21105,8 тенке ҫитнӗ.
Сӑмах май, прокуратура ӗҫ укҫин парӑмӗсене тӗплӗн тӗрӗслесе тӑрать. Аса илтерер: Чӑваш Енре парӑм 102 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Вӗсенчен 81 миллионӑшне панкрута тухнӑ предприятисем ӗҫченӗсене тӳлемен. Унашкал предприяти пирӗн республикӑра – 6.
Хальхи вӑхӑтра Чӑаш Енре шалу парӑмӗ 16,6 миллион тенкӗпе танлашать. Ӗҫлев министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лариса Арсентьева ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак укҫана 5 организацин 312 ҫынна тӳлемелле. Чи тӗлӗнмелли парӑмран 15,3 миллион тенки Шупашкарти 1-мӗш типографие тивет.
Шалу парӑмӗ пирки калаҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Михаил Васильевич укҫа вӑхӑтра тӳлеменнисем панкрута тухас патне ҫитнӗ предприятисен пулнине палӑртнӑ. Яваплисене Михаил Игнатьев вӗсен хуҫисемпе тимлӗ пулма сӗннӗ. «Хӑшӗсен 2-5 миллион тенкӗ тӑракан темиҫе машина, хваттерсем пур — вӗсене сутчӑр, анчах шалу тӳлеччӗр», — тенӗ Элтепер.
Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнӗ-ха, анчах вӗсене ҫӗртме уйӑхӗнчине тӳлемен. Ҫӗртмере пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне.
Паянхи кун тӗлне ӗҫченсене пӗтӗмпе 10 миллион тенке яхӑн тӳлемен. Ҫӗртме уйӑхӗнче предприяти 62 миллион тенкӗ кредит илнӗ, ку укҫапа ҫу уйӑхӗнчи шалӑва парса татнӑ. Халӗ, ЧР транспорт министрӗ каланӑ тӑрӑх, шалӑва тупӑшран тӳлеҫҫӗ.
Анчах предприяти тупӑшӗ нумаях мар. Хула тулашӗнче ҫӳрекен автобуссен тупӑшӑн ҫуррине яхӑнӑшӗ предприятие ҫитмест. Ҫавӑнпа ЧР Транспорт министерстви автобусра водительтен билет ыйтмалли пирки ҫирӗппӗн асӑрхаттарать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутӑш препаратсен «Август» фирмин тӗп директорӗпе Александр Усковпа тата «Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Свешниковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫӑва ЧР Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ — финанс министрӗ Светлана Енилина, ЧР экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова хутшӑннӑ.
Александр Усков пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр савут тупӑш шайне 20 млрд тенкӗрен ирттернине пӗлтернӗ. Раҫҫейре тавар пӗтӗмпе 15 млрд тенкӗлӗх сутӑннӑ. Чӑваш Енри филиал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче 483,7 млн тенкӗлӗх тупӑш илнӗ. Савутра ӗҫлекенсем уйӑхне 34 пин ытла укҫа илеҫҫӗ. Чӑваш Енре вырнаҫнӑ филиалта хальхи вӑхӑтри технологисем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Ертӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «ҫакӑ та производствӑн калӑпӑшне ӳстерме пулӑшать».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |